Çĕр планетăмăр çинче тĕрлĕ халăх пурăнать, тĕрлĕ-тĕрлĕ чĕлхепе калаçать. Çав чĕлхесен хушшинче тăван чĕлхе чи пахи, чуна çывăхтараххи, сапăртараххи. Тăван чĕлхе хӳттипе, унăн ырă ячĕпе аслă ăру-несĕлсен чун хавалĕн ăшшине, йăли-йĕркин тĕшшине, ăс- пурлăхĕн пĕлĕвне эпир ăша хыватпăр, пуян чунлă пулатпăр. Пурнӑҫра – пĕр анне. Тӑван чĕлхе те пĕрре. Чӑваш чӗлхи - анне чӗлхи! Пин чӗлхерен чи ҫывӑххи! Чĕлхене упрасси – пирĕн тивĕҫ. Иван Яковлевич Яковлев пуласлӑх ҫыннисене тӑван чĕлхене упрама пиллесе хӑварнӑ. Ҫапла ҫеҫ чӑваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вӑл. Паян, акан 25-мĕшĕнче, пĕтĕм Чӑваш ҫĕр-шывĕ чӑваш чĕлхи кунне уявлать. Ҫак кун чӑваш ҫырулӑхне йеркеленĕ И.Я.Яковлев ҫуралнӑ. Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ - Чӑваш чӗлхи кунӗ! Ҫак уява халалласа Ишлӗ пӗтӗмӗшле тӗп пӗлӳ паракан шкулти 1 тата 3 вӗренекенсем уроксенче чӑваш тумӗсем тӑхӑнса хӑйсем чӑваш пулнине, чӑваш чӗлхине юратнине палӑртрӗҫ. Чӑвашла сӑвӑ каласа, юрӑсем юрласа савӑнчӗҫ