«Чăваш чĕлхи- тăван чĕлхе» ятпа иртнĕ урок

«Чăваш чĕлхи- тăван чĕлхе» ятпа иртнĕ урок

       Пире, пӗтӗм чӑваш халӑхне, аннемӗрсен сӑпка юррийӗн витӗмӗпе чуна кӗрсе вырнаҫнӑ, пуҫласа пӗрремӗш сӑмахсем каланӑ тӑван чӗлхе пӗрлештерет. Тӑван чӗлхе – хаклӑран та хаклӑ пуянлӑх, наци культурипе ӑс-хакӑл еткерлӗхӗн никӗсӗ. Чӑваш чӗлхи кунӗ пире хамӑршӑн нимрен те ҫывӑх пуплев ҫепӗҫлӗхне туллин туйса киленме май парать кӑна мар, пирӗн хушӑмӑрти туслӑхпа ӑнланулӑха тата пӗр-пӗрне пулӑшас туртӑма та ҫирӗплетет. «Кӗҫӗн тӑванӑрсем умӗнче эсир хӑвӑр парӑмӑра манманшӑн халӑх кӑмӑлӗ сире кирлӗ таран тавӑрӗ. Ан манӑр, ҫакна астуса тӑ­рӑр! Эсир хӑвӑр халӑхӑрӑн чӗлхине тирӗс тумасан, халӑх кӑмӑлне пӗтӗмпех хӑвӑр аллӑрта тытса тӑрӑр», – тесе каланӑ хӑйӗн Халалӗнче ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхӗн авторӗ, аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр тата вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевич Яковлев.  Ҫав сумлӑ уява эпир сирӗнпе кашни ҫулах вӑл ҫуралнӑ кун, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, паллӑ тӑватпӑр. Чăваш  чĕлхи  кунне  халалласа  кĕçĕн классене вĕрентекен Семенова Н.Н. «Чăваш чĕлхи- тăван чĕлхе» урок ирттерчĕ. Урокра чĕлхен пĕлтерĕшĕ, пуянлăхĕ , илемĕ çинчен калаçрĕç. Ăна упрамаллине, хисеплемеллине  çирĕплетсе хăварчĕç. Ачасемпе презентаци тата видеоролик пăхса чăваш çырулăхĕ, пĕрремĕш букварĕ, алфавичĕ пирки калаçрĕç.  И.Я.Яковлев пирĕн халăхшăн пысăк  пĕлтерĕшлĕ пуянлăх хăварни пирки  каласа çирĕплетрĕç.  А.Ульяндина шăрантаракан  «Илемлĕ» юрра итлесе урок темине çирĕплетрĕç.